Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.
Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.
«Чӑвашавтодор» панкрут ҫулӗ ҫинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл «АвтоКредо» компанине 8,2 миллион тенкӗ тӳлеймест-мӗн. Предприяти шӑпине 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче татса парӗҫ. Хальлӗхе унта управляющи тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх ҫын ларать.
Предприятин пурлӑхне арестленӗ. «Чӑвашавтодор» тӗлӗшпе ҫитес лару 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Аса илтерер: унччен «Чӑвашавтодор» акцисен 75 процентне сутма тӑратнӑччӗ. Анчах аукцион пулман, заявкӑсем никам та паман.
Сӑмах май, «Чӑвашавтодор» алӑ пуснӑ килӗшӳсене те вӗҫне ҫитереймен. Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулне ҫӗнетмелле, Ҫӗнӗ Шупашкарта 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне юсамалла, Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра кӗпер юсамалла тата Етӗрнери кӗпере тумалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбусра хӗрарӑм «вӑрҫӑ» тунӑ. Ку пулӑм масштаблӑ мар-ха, ҫапах вӑл ҫынсене питех те тӗлӗнтернӗ.
Хӗрарӑм «Каблучок» чарӑнура икӗ ачапа кӗнӗ. Асли 12 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Ку чӳкӗн 29-мӗшӗнче 14 сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Анчах кӑштахран хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсемпе тухнӑ та троллейбуса кӗтсе тӑма хушнӑ. Икӗ ачине салонрах хӑварнӑ. Анчах троллейбус кӗтме пултарать-и вара? Унӑн график-ҫке-ха. Троллейбус малалла хускалнӑ.
Ҫав хӗрарӑм «Пепкелӗх центрӗ» чарӑнура каллех кӗнӗ. Хальхинче вӑл кондукторпа харкашма пуҫланӑ — тӗнче пӗтме пуҫланӑ тейӗн.
«Килтен тухса кайнӑ та таврӑнман…» Ҫакнашкал хыпарсем, шел те, час-часах курӑнма пуҫларӗҫ. Акӑ Чӑваш Енре каллех хӗрарӑм ҫухалнӑ.
Тамара Михайловна Куракина чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре килтен тухса кайнӑ. Вӑл 62 ҫулта, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнать.
Тамара Михайловна вӑрӑм пальто тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫӗнче — хурарах тӗслӗ пысӑкрах калпак, уринче — тӗттӗм хӗллехи атӑ. Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, самӑртарах. Ҫӳҫне тӗттӗм хӗрлӗ сӑрланӑ, куҫӗ ҫутӑ тӗслӗ.
Тамара Михайловна хӑйӗнпе пӗрле телефон та, документсем те илмен. Вӑл чӗре чирӗпе аптӑрать. Хӗрарӑм хуларан кайма та пултарнӑ, ҫавӑнпа ялсенчи пушӑ ҫуртсене пӑхма ыйтаҫҫӗ.
Тамара Куракинӑна курнисене 89276683280 номерпе шӑнкӑравлама ытйаҫҫӗ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫемье ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать» канашлу иртнӗ. Ӑна Аннесен кунӗ умӗн Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттернӗ. Вӑл хӑй ҫӗнсе илнӗ гранта хӑтланӑ.
Канашлура ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Унта килнисем матрӳшкесене сӑрланӑ, открыткӑсем хатӗрленӗ. Ку ӗҫе канашлу йӗркелӳҫисем, хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкара проекта пурнӑҫламалли сӑнав лапамӗ валли суйланӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енре телейлӗ ҫемьесен йышне ӳстересси. Ӑна хулари Ашшӗсен тата Амӑшӗсен канашӗ пуҫарнӑ.
Хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнсе илнӗ грантпа пулас ашшӗпе амӑшӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна ача пахчинчех тума тытӑнмалла.
Малтанах вӗсем волонтерсене хатӗрлесшӗн. Вӗсем тӗрлӗ учрежденире хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлӗҫ.
Чӑваш Республикин чемпионӗ тата рекордсменӗ ятсене нумай ҫул тивӗҫнӗ СССР спорт мастерне И. Портнова асӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимешре йывӑр атлетика енӗпе районти уҫӑ чемпионат иртнӗ.
Турнира Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Патӑрьел районӗнчи, Вӑрнар поселокӗнчи, Елчӗк районӗнчи Елчӗк, Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Пӑва, Патреккел, Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗсенчи 60 ытла йывӑр атлет хутшӑннӑ. Пухӑннисене районти тӳре-шара ӑнӑҫу суннӑ.
Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Командӑсенчен Аслӑ Пӑла Тимешри «Юман» спорт клубӗн атлечӗсем пӗрремӗш, Елчӗкпе Кивӗ Эйпеҫри шкулсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хӗрсем хушшинче абсолютлӑ чемпион ятне Раҫҫей спорт мастерӗ Л. Иноходова ҫӗнсе илнӗ. Тӗп приз А. Портнов паттӑра тивӗҫнӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта клинкер брусчатки тата клинкер кирпӗч туса кӑларма пултаракан предприяти хута кайнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Ҫар-промышленноҫ банкӗ» директорсен канашӗн ертӳҫи Юрий Колток хутшӑннӑ.
«Экоклинкер» предприяти пуҫлӑхӗ Александр Краснов производствӑна кӗске вӑхӑт хушшинче хута яма май килнине асӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн республика Правительствине тав тунӑ.
Клинкер брусчатки тата пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприятире пурӗ 125 ҫын ӗҫлет. Проекта пӗлтӗрхи нарӑсра пуҫланӑ. Объекта пӗтӗмпе 800 млн тенкӗ инвестици хывнӑ.
Сӑнсем (12)
Паян — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хуламӑр 55 ҫул тултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар 1960 ҫулта хими комбинатне хута янипе пуҫланса кайнӑ. Хула аталанса та сарӑлса пынӑ май ҫывӑхри ялсем пӗтнӗ: Тӗкӗрҫ, Анаткас, Чиканкасси, Иваново, Чумкасси.
Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне чӳкӗн 18-мӗшӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл юбилейне паллӑ тӑвать. Сӑмах май. Хула кунне унта малашне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлама тытӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртри ҫынсем тӑваттӑмӗш эрне газсӑр пурӑнаҫҫӗ. Апат та ӑшӑтаймаҫҫӗ вӗсем, чей те вӗретеймеҫҫӗ. Газ ҫукки пӗтерет вӗсене.
Ҫуртра пӑрӑхсене улӑштарнӑ-мӗн. Анчах газа халь те яман. Пӑрӑха юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех улӑштарнӑ. Урамра пӗр пайне пачах сыпӑнтарман-мӗн. Управляющи компанийӗ шантарса ҫеҫ пурӑнать.
Ҫынсен вара мӗн тӑвас? Ирӗксӗрех электричествӑпа ӗҫлекен плита илме тивет. Ҫуртра ачаллисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Акӑ Наталья виҫӗ ача ҫитӗнтерет. Газ ҫукран вӗсене вӑл кӑритура та кӑлармасть — сивӗ унта.
Газ плитисене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ-мӗн: вӗсем юрӑхсӑр, ӗҫлеттерме юрамасть. Ҫапла ӑнлантарать управляющи компанийӗ. Плитасене улӑштарма укҫа кирлӗ. Анчах ҫук. Ҫуртра кварплата тӳлеменнисем те нумай-мӗн. Компани хальлӗхе плитасене мӗн укҫипе туянмаллине пӗлмест.
Компани каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсемпе пуху ирттересшӗн. Анчах лешсем пӗр чӗлхе тупма ҫунмаҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри коммуналлӑ тӑкакшӑн килекен квитанцисене шута илмест, укҫа тӳлемест-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |